Моё хобби

 
В свободное время я люблю писать стихи. Вот некоторые из них....
 
 

                Манас марччĕ…

Мĕн чухлĕ эс пĕлен чăваш историне?

Мĕн чухлĕ эсĕ илтнĕ ун çинчен?

Чăваш çыннин тумхахлă кун-çулне

Кунран – кунах  аса илен…

 

Этем историйĕ хăватлă та пехиллĕ,

Нихçан та тухмĕ пирĕн чĕререн.

Ватăсене курсан, пушшех те тимлĕ

Ыйтса пĕлес килет çĕр – шывăмăр çинчен.

 

Тăван çĕр чăмăрĕн хăюллă ачисем,

Халăх телейĕшĕн кĕрешнĕ паттăрсем,

Эсир – чăваш историйĕн чăнни,

Эсир – авалхи пурнăçăн мĕлки.

 

Çулран йĕрленнĕ чăваш йĕрĕ

Хăват парать малашлăха уçма

Чăваш сăмахлăхне йăхран тĕпченĕ

Янрать сасси ун çĕр – пин юрăра.

 

Яш – кĕрĕмсем, хисеплĕ ентешсем

Чăваш историне пĕрре те манас марччĕ

Асаттесен хăватлă пехилне

Çĕн пурнăçа кĕртме вăй – хал тупасчĕ.

 

Тĕнче мехелĕ çапларах:

Пĕри пĕтет, тепри пулать.

Анчах чăвашăн ырă ячĕ

Ĕмĕрлĕхех асра юлать.

 

 

 

            Анне.

Анне! Ытарайми чăваш сăмахĕ.

Мĕнпе танлаштарам – ши эп сана?

Аннеçĕм, эс этемлĕхĕн хăвачĕ,

Тăван çĕр – шывăн иксĕлми турри,

Çурхи хĕвел хĕлхемĕн çут кăварĕ,

Пĕр пирĕншĕн çунать пуль ун шевли.

Аннеçĕм, эсĕ маншăн çутă çăлтăр.

Çак пурнăçра телей пиллен хăват.

Пире куллен паран пĕлÿ çăлкуçĕ –

Эс маншăн нихăщан сÿнми кăвайт.

Анне! Эп санăн пурнăç чĕптĕмĕ кăна – ха.

Эп сан хăватăн пĕчĕк пайĕ çеç.

Сан пек пулма ман çитĕ чун хавалĕ.

Эс маншăн хĕвелтен те хитререх.